ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Ятарлă çар операцинчен таврăннă

Вĕсем чăн-чăн паттăрсем, чăваш улăпĕсем, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем. Сăмах ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем пирки пырать. Тăшмансемпе чăваш халăхĕн ывăлĕсем те сахал мар çапăçаççĕ. Чăваш Ене, çывăх çыннисене курма килнĕ хастарсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Ятарлă çар операцине «Граник» пуçламăшĕнченех, иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнченех, хутшăнать. Гранотометчик пулнăран салтак шăпах çак хушма ята илнĕ. Киев хули çывăхĕнче патĕрьел каччи йывăр суранланать. Вăл çĕнĕрен утма вĕреннĕ. Сывалсан чăваш улăпĕ тӳрех эшкерсене аркатма кайнă.

– Нацизма хирĕç кĕрешетпĕр. Вăл япала пире кунта кирлĕ мар. Лере пуçланнă вăл, лерех пĕтеретпĕр эпир ăна. Кунта лăпкă. Çавăн пек пултăр яланах». «Граник» ятарлă çар операцинче çулталăк пулсан «Ленин» вара авăн уйăхĕнчен. Вăл вăхăтра çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнă. Хĕсметре пулнăскер хăйĕн ирĕкĕпех контракт çырнă. Чăваш Республикинче пурăнакансем пулăшни туйăнать пĕлтерет салтак.

– Час-часах çырусем ярса параççĕ шкул ачисем, посылкăсем, хĕллехи вăхăтра ăшă япаласем ярса параççĕ унта. Çăм нуски ăшĕнче те запискăсем çырса яраççĕ. Чăнах та, туйăнать. Пире çапла хавхалантарса тăрать. Таврăнасса кĕтеççĕ». Отпускра пулсан та шухăшĕпе, чунĕпе вĕсем ятарлă çар операцинче. Тус-юлташсем мĕнлерех-ши тесе шутлаççĕ икĕ чăваш ачи. Каялла кайса вĕсене пулăшас килнине палăртаççĕ «Граникпа» «Ленин». Çывăх вăхăтра вĕсем ятарлă çар операцине кайĕç. Хаяр тăшмана тĕп туса тăван киле Çĕнтерӳпе таврăнасса иккеленмеççĕ икĕ чăваш улăпĕ.