"Политикӑн ҫӗнӗ хумӗ" семинар
Влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансен тӗрлӗ тивӗҫӗ пурнӑҫланипе пӗр танах туса ирттернӗ ӗҫсене, ял-хула хыпарӗсене халӑх патне тӗрӗс илсе ҫитерме пӗлмелле. 21-мӗш ӗмӗрте ҫак енпе социаллӑ тетелсем пулӑшаҫҫӗ.
Вӗсене тытса пымалли ӑнӑҫлӑ мелсем ҫинчен "Политикӑн ҫӗнӗ хумӗ" ятпа йӗркеленӗ семинарта тишкерчӗҫ. Тӗл пулӑва министерство ертӳҫисем, муниципалитет пуҫлӑхӗсем тата пресс-секретарьсем хутшӑнчӗҫ.