ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Ыйтусем пур — ĕçлемелле

Хулари культура керменне юсамалла, ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен «Изумрудный» лагере ĕçлеттерсе ямалла, хулара çамрăксене аталанмалли майсем туса памалла.

Нумай ыйтăва хускатрĕç улатăрсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа тĕл пулсан. Алла Леонидовнăн çул çӳревĕ халăхсене йышăнассинчен пуçланчĕ. Çавăн пекех депутат юсав пыракан çуртсенче те пулчĕ.