ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Кар тăрса пулăшмалла

Республикăра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене хастаррăн пулăшаççĕ. Çакна Чăваш Енĕн «Пĕрле» аталану фончĕ укçапа тулни те çирĕплетет. «Отделфинстрой» тата «Акконд» пĕрлешӳсем миллионшар тенкĕ куçарнă. «Искра» машина тăвакансен конструктор бюровĕ вĕсенчен икĕ хут ытларах та «Пĕрле» фонда укçа куçарнă. Ырă ĕç тăвакансен йышĕ ӳссех пырать.

Квадрокоптерсем, тепловизорсем, рацисем, бинокльсем, металл шырамалли хатĕрсем, автомашинăсем, апат-çимĕç, тум-тир тата ытти те – «Пĕрле» фонд урлă ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне халиччен нумай япала çитернĕ. Çак эрнере ентеш-салтаксем тата квадрокоптер, спутник интернечĕн коплектне илчĕç. Çавăн пекех ку эрнере «Вита» аптека ĕçченĕсем юн юхнине чаракан жгут, суран çыхмалли материалсем «Пĕрле» фонда панă. Çывăх вăхăтра вĕсене салтаксем патне илсе çитерме палăртаççĕ. Пĕр шухăшлă пулсан, пĕрле ĕçлесен кăна пысăк çитĕнӳсем тума пулать. Ентеш-салтаксене пулăшу халĕ те кирлĕ. Ырă пуçарăва Чăваш Енре пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Укçа-тенке экран çинчи расчетлă счетпа е QR-кодпа комиссисĕр тӳлеме пулать.