ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Çĕнĕ сыватмăш уçăлчĕ

Кашни çынна – тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ. Етĕрне тăрăхĕнче Урпаш салинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн çĕнĕ уйрăмĕ хута кайрĕ. Вăл 11 ялта пурăнакан çынна йышăнĕ. Çĕнĕ сыватмăша пĕрремĕш пациентсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе килчĕ.

Урпаш ял тăрăхĕнче пурăнакансен – пысăк уяв. Кунта пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн çĕнĕ уйрăмĕ уçăлать-çке. Çак пĕлтерĕшлĕ саманта çывхартас тесе ял халăхĕ те самай тăрăшнă.

НИКОЛАЙ КУЗЬМИН: «Кунта эпир – юванскийсем ытларах тăрăшрăмăр, тĕрĕссипе каласан. Хамăрăн пĕтĕмпех кашни кун сӳтсе вĕç майлаштартăмăр. Лайăх условисем туса пачĕç».

2021-мĕш çулта çурла уйăхĕнче Урпаш салинчи кивĕ сыватмăшăн çуртне пăснă. Ăна авариллĕ тесе йышăннă пулнă. Халĕ унăн вырăнĕнче çĕнĕ кермен тейĕн. Çакăнпа Галина Терентьева та килĕшет. Вăл хăй те 35 çул ытла çак сыватмăшра ĕçленĕ. Малтанхипе хальхине танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт евĕрех, палăртать вăл.

ГАЛИНА ТЕРЕНТЬЕВА: «Мĕн пур çĕнни – пурте пирĕн больницăра халь. Питĕ аван. Татах калас килет тухтăрĕ çинчен, медработникĕ çинчен – пурте вĕсем нумай çул ĕçлекен çынсем, хамăр тăрăхри çынсем, таçтан килнĕ çынсем мар, çыннисене пĕлеççĕ, чирĕсене пурне те пĕлеççĕ».

Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕ çывăхри ялсенчи пин çурă ытла çынна йышăнмалла. Эппин, халĕ сывлăха тĕрĕслеттерме инçе каймалла мар.

СЕРГЕЙ НИКИТИН: «Тухтăр кабинечĕ, тухтăр умĕн кĕмелли кабинечĕ, унта давлени виçеççĕ, антропометри данныйсене, вес, рост. Процедурный кабинетсем, палата 2 çын валли, килсе сипленме. Вăл стационар пекех. Тухтăр назначенийĕпе килеççĕ те, лечени илсе кăнтăрла хыççăн киле каяççĕ».

Сыватмăша хальхи йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Сусăрсене те килсе çӳреме меллĕ пултăр тесе хушма хатĕрсем вырнаçтарнă.

АЛЕКСЕЙ СЫТИН: «Эпир кунта хамăрах кардиограмма, внутриглазной давлени виçетпĕр тата ытти тĕслĕ процедурасем та тăватпăр, куç вичкĕнлĕхне пăхаятпăр. Унсăр пуçне юн илетпĕр кунта, кунтах прививкăсем тăватпăр. Уншăн таçта, Ядрина тĕп больницăна кайса çӳремелле мар. Çакăн пек таса та çутă больница вăл хăй те çынна сыватма пулăшать, кăмăл парать, хавхалантарать».

Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмне медицинăн ансăр специалисчĕсем те килсе çӳрĕç. Çавăнпа та хăтлă та меллĕ сыватмăшра пациентсен çивĕч ыйтăвĕсене те тивĕçтерме май пулĕ.