ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

«РЕЛАВЭКСПО» курав иртмелле

Чăваш Енре 2012-мĕш çултанпа «Релавэкспо» курав иртет. Кăçал ăна ака уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртаççĕ. Курава энерготытăма çĕнĕ лару-тăрура мĕнле автоматизацилемеллине тата хӳтĕлемеллине халаллаççĕ. Хатĕрленӳ тапхăрĕ мĕнле пырать? Çак ыйтăва влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче уçăмлатрĕç.

«Раççейри электроэнергетика тытăмĕн реле хӳтĕлевĕ» курав икĕ çулта пĕрре анлă иртет. Хальлĕхе тĕрлĕ регионтан 100 пĕрлешӳ унта хутшăнма кăмăл тунă. Ку – пысăк кăтарту. 2021-мĕш çулта курава килекен предприятисен хисепĕ икĕ хут сахалтарах пулнă. Çак лапама ахальтен Чăваш Енре ирттермеççĕ. Шăпах республикăра ку енпе ĕçлекен предприятисем Раççей пасарне 60 процент таран кирлĕ таварпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Чарусене пăхмасăрах вĕсем пĕлтĕр электрооборудовани тăвассине малтанхи çултинчен 5 процент ытла пысăклатнă. 36 организаци курава хăйсен таварне илсе килесси пирки халех пĕлтернĕ, вĕсенчен 22-шĕ – Раççейри регионсенчен: Мускавран, Санкт-Петербургран, Екатеринбургран, Архангельскран. Вĕсен йышĕ тата та ӳсме пултарать. Чăваш Енри 14 предприяти те халех куравра вырăн йышăннă. Кăçал пĕрремĕш хут çамрăксем валли те лапам хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Шупашкарти электромеханика колледжĕнче Ворлдскилс стандарчĕпе чемпионат ирттерме палăртаççĕ. Çамрăк маçтăрсем автомат тата реле хӳтĕлевĕн хатĕрĕсене юсаса кăтартĕç.