ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Çамрăк ташăçăсем Мускавра палăрнă

Чăваш Ен ачисем Мускавра палăрнă. Марина Иванова ячĕпе хисепленекен «Авангард» шоу-балет ушкăнĕ çĕршыв шайĕнчи чир спорт ăмăртăвĕсенчен таврăннă. Çамрăк ташăçăсем 6 енпе малти вырăна тухма пултарнă.

Хулари, республикăри пĕр уяв та «Авангард» ушкăнĕсĕр иртмест пулĕ. Эстрада ташшисен ансамблĕ кашни кураканах хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерсе тыткăнлама пултарать. Çамрăксен репертуарĕнче пĕр харăсах тĕрлĕ халăх ташшин хусканăвĕсене курма пулать. «Авангард» ушкăн темиçе ăрăва çыхăнтарса пырать. Паянхи педагогсем темиçе çул каялла хăйсем те ташă вăрттăнлăхĕсене тĕпчекенсем пулнă. Çавăнпах вĕсем ачасене çур сăмахран ăнланаççĕ.

«Çитĕнӳ тăвас тесен эрнере 4-5 хут та ăсталăх лаççине çӳреме хатĕр пулмалла», – теççĕ ачасем. Хастарсем çулсеренех çĕршыв, тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче республика чысне хӳтĕлеççĕ. Вĕсен шутĕнче «В сказку с Жар-Птицей», «Твой выход», «Наследие России» тата ытти вун-вун ăмăрту. Çамрăксенче – пуласлăх тесе ахальтен каламаççĕ. «Аванград» ушкăнне çӳрекенсем вара çитĕнсен хăйсен ушкăнĕн сумлă ятне çĕршывăн ытти кĕтесĕнче малалла сарасшăн. Хореограф профессине алла илсе вĕсен ачасене ташă тĕнчин тĕрлĕ енĕпе тарăнрах паллаштарасшăн.