ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Владимир Степанов ятарлă çар операцине хутшăнаканпа тĕл пулчĕ

Чи кĕтнĕ те хаклă парне – салтак ăшшине туйни, хӳтĕлевçĕпе вăхăта ирттерни. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Чăваш Ен ывăлĕ Семён хăйĕн мăшăрне çуралнă кунĕ тата Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен уявĕ умĕн кĕтменлĕхпе тĕлĕнтерчĕ. Кану кунĕсем илсе вăл тăван килне, çемйине таврăннă. Хастар арпа тата унăн çывăх тăванĕсемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тĕл пулчĕ.

Ăшă сăмахсемпе парнесем Семёнăн мăшăрĕ тата асламăшĕ патне вĕçеççĕ. Шăпах çак 2 çын хавхаланăвĕ, юратăвĕ тата ăшпиллĕхĕ санитари инструкторне кулленех вăй-хăват парса тăраççĕ. Çар çыннипе тата унăн çемйипе тĕл пулнă май Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хӳтĕлевçĕсене тата вĕсен кил-йышĕсене тĕрев пама яланах хатĕр пулнине каларĕ. Иртнĕ эрнере йĕркеленĕ кординаци ларăвĕнче вара ятарлă çар операцийĕнче хутшăнакансен тăванĕсене медицина ĕçченĕсем хăйсен тимлĕхне çирĕплетесси пирки те сăмах пулнăччĕ. Çакншкал çăмăллăхсем, гуманитари пулăшăвĕсем салтаксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакна Семён та çирĕплетет. Патвар каччă ятарлă çар операцине пĕлтĕр юпа уйăхĕнче лекнĕ.

ТАИСИЯ: «Хам шухăшланă тăрăх, питĕ тĕрĕс çул çине тăратнă. Питĕ хастар ӳснĕ вăл. Унăн пулăшмалла пулнă юлташсене ытларах, çавăнпа военкоматран хут илсен тӳрех килĕшнĕ».

 Тăван тăрăхран пин-пин çухрăм аякра чухне те кил-йыш яланах Семёнăн чĕринче. Кĕсъинче вăл çемье сăн ӳкерчĕкне упрать. Мăшăрăн парнийĕ йывăр самантсенче пуç усма паманнине калать вăл.

ЕЛЕНА: «Эпĕ хамăн мăшăра питĕ юрататăп. Унăн шухăшне пăрмаях мала кăларатăп. Кашни кун юрататăп тесех тăнă, питĕ пулăшать. Киле килме пулăшать юрату, ача. Хамăн ывăла та ашшĕ пирки питĕ нумай каласа паратăп, ашшĕ пек пулма сĕнетĕп. Ашшĕне питĕ юратать, унăн алли çинчен анмасть».

«Ятарлă çар операцийĕнче Раççей халăхĕ çирĕппĕн чăмăртаннине куратăп, çакăн пек çĕршывшăн кар тăмаллах», – палăртать хастар ар. Семёнпа Елена кил-йышне «çĕнĕ кайăк» та вĕçсе килмелле. Çак савăнăçлă пулăм çар çыннине уйрăмах хавхалантарать. Мăшăрне, ачисене, тăванĕсене хӳтĕлеме хатĕр пулнине çемье пуçлăхĕ хăйĕн тĕслĕхĕпе кашни кунах çирĕплетет.