ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Атăлтан Эльба таран — паттăрлăх çулĕн историйĕ

Тăван çĕpшывăн Аслă вăpçи вăxăтĕнче Чăваш Енре стрелоксен 139-мĕш дивизине йĕpкeленĕ. Ăна халалласа «Атăлтан Эльба таран – паттăрлăх çулĕн историйĕ» фильм ӳкернĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче кинокартинăн хаклавĕ иртрĕ.

Документлă фильм икĕ сехет пырать. Унта вăрттăнлăхран кăларнă архив докуменчĕсене усă курнă. Фильмра çĕнĕ ятсем чылай. Сăмахран, Феодора Гайкина. Вăл Сĕнтĕрвăрри больницинче медсестра пулса ĕçленĕ. Çапăçу хирĕнчен суранланнă 85 салтака илсе тухнă.

АНАСТАСИЯ НАРЫШКИНА: «Ку фильмра питĕ нумай çĕнĕ япаласем пĕлтĕм. Çак пысăк вăрçă паттăрĕсене пирĕн пĕлмелле. Ку фильм режиссерĕ пире питĕ нумай фактсем каласа пачĕ. Ку фильм мана питĕ килĕшрĕ».

Ржев, Рославль, Могилев, Минск, Гродно тата ытти хула. Пултарулăх ушкăнĕ чăваш дивизи паттăрлăх кăтартнă вырăнсене çитсе курнă. Фильм авторĕ Артем Чубуков. Вăл çавăн пекех «Сăр чикки», «Шупашкар – ĕç мухтавĕн хули» кинокартинăсене калăпланă.

ЭММА МАКАРОВА: «Çĕр вăтăр тăххăрмĕш стрелоксен дивизийĕ Чăваш Енре пуçтарăннă. Унăн паттăрĕсен ячĕсене хальхи çамрăксен пирĕн ăрăвăн та пĕлмелле, мĕншĕн тесен вĕсем пысăк йĕр хăварнă Тăван çĕршывăн Асла вăрçинче. Çĕнтерсе Берлин тăрăхне çитнĕ. Эпир кунта паян Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсемпе килтĕмĕр. Вĕсемшĕн те çĕнĕ информаци питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ман шухăшпа çитĕнекен ăрун çак фильма килсе курмаллах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки нумайрах пĕлмелле».

 «Çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă пирки фильмсем ӳкерни савăнтарать. Вĕсем пысăк пуянлăх», – палăртрĕ хаклава хутшăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. "Эпир вĕсене тĕрев парса пырăпăр", – терĕ вăл.