Кӳршĕсене çывăхлатакан марафон
Чăваш Ен, Чулхула облаçĕ, Мордва тата Мари Республикисем. Кăçал тăватă регион шайĕнче «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ иртмалле. Ырă пуçарăва тыл ĕçченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Марафон Саранск хулинче савăнăçлă уявпа уçăлчĕ.