Чăваш Енри апат-çимĕç ăстисем – чи лайăххисем
Вĕсем ахаль çимĕçрен те асамлă та «чĕлхене çăтса ямалли» апат хатĕрлеме пултараççĕ. Сăмах – тĕнче чемпионатĕнче палăрнă Чăваш Ен кулинарĕсем çинчен. Тунисра иртнĕ ăмăртура ентешсем 3 ылтăн тата 1 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.
Çитĕнӳ вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Çакна пĕлме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вĕсем ирттерекен ăсталăх лаççине хутшăнчĕ.