ru24.pro
Новости по-русски
Март
2023

Ӳнерçĕ пулма ĕмĕтленет

Çамрăк ӳнерçĕ çĕршыв шайĕнче палăрнă. Сăмах Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш ӳнер шкулĕнче вĕренекен Мария Данилова пирки пырать. Вăл «Раççейри пултаруллă çамрăксем» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш ӳнер шкулĕнче пилĕк çул вĕренмелле. Вун пĕр çулта чухне Мария Данилова çак пĕлӳ çуртне пĕрремĕш класа килнĕ. Халĕ вăл пилĕкмĕшĕнче ăс пухать. Кăçал вăл ӳнер шкулĕнчен вĕренсе тухать.

НАДЕЖДА ЯЛУКОВА: «Вăл вĕренме питĕ лайăх вĕренет. Хăйĕн ĕçĕсене чи пултаруллă ĕçĕсене ÿкерчĕк енĕпе кăтартать. Хăйне вăл, паллах, живописец тет. Анчах та унăн вĕрентекенĕ ăна график тесе шутлать».

Елена Карнаева вĕрентекен Мария питĕ пултаруллă хĕрача пулнине палăртать. «Çутçанталăк талантне панă ăна. Эпир аталантарса кăна пытăмăр», – пĕлтерет Елена Ивановна. Мария Данилова ӳнерçĕ пулма тĕллев лартнă. Вĕрентекен хăçан та пулин унăн уйрăм куравĕнче пулса курма ĕмĕтленет.

НАДЕЖДА ЯЛУКОВА: «Вăл питĕ пултаруллă, ĕçчен. Кашни хăйĕн ĕçне вăл пĕтĕм чунне хурса кăтартать пире пурне те. Пĕр вăхăт пирĕн çакăнта шкулта пĕрремĕш хутра Машăн хăйĕн выставки пулса иртрĕ. Вăл нумай вăхăт çур çула яхăн пирĕн шкулта пулчĕ. Пирĕн пата питĕ нумай ачасем килеççĕ. Шкулсенчен ача сачĕсенчен. Вĕсем çав ĕçсене питĕ курма хаваслă».

 «Раççейри пултаруллă çамрăксем» конкурса кăçал 960-ăн хутшăннă. Ăна кашни çулах йĕркелеççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – ӳнер вĕренӳ тытăмне аталантарсси, ӳнер шкулĕнче вĕренекенсене тĕрев парасси.