ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2023

Пулăшу ыйтма – депутат патне

Юсав ĕçĕ чарăнса ларнине пула Çĕмĕрлере ача садне туса пĕтереймеççĕ, Вăрнар тăрăхĕнче Пăртас ялĕнче вара клуб таврашне хăтлăх кĕртессипе йывăрлăхсем пур. Çак тата ытти канăç паман ыйтупа Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне пулăшу ыйтма килнĕ.

Вăрнар муниципаллă округне кĕрекен Пăртас ялĕнче чуна пăлхатакан ыйту пур. 2020-мĕш çул вĕçĕнче унта çĕнĕ культура çуртне çĕкленĕ. Çак пулăм пысăк ялшăн савăнăç пулнă. Анчах вĕçне çитермен ыйту та пур иккен.

НИКОЛАЙ ПЕТРОВ: «Çурчĕ питĕ хитре. Çĕнĕ клуб. 150 çын вырнаçакан клуб, анчах та тавралăха тирпей-илем кӳмен. Çав тирпей-илем кӳме сметине проектне тунă ĕнтĕ эпир. Вăл сметисем пур, анчах та укçа-тенкине уйăрма тесе çакăнта килтĕмĕр, пулăшасса кĕтетпĕр».

Объекта вĕçне çитерме пулăшакан мел – муниципалитетăн резерв фончĕн укçипе усă курни. Ку енĕпе ыйтăва татса пама Чăваш Республикин финанс министрне Михаил Ноздрякова та хутшăнма ыйтăпăр терĕ Алла Салаева. Çĕмĕрле хулинчи «Родничок» ача садĕнче пĕлтĕр тĕплĕ юсав ĕçĕсем пуçланнă. Ăна пурнăçлама республикăн резерв фондĕнчен 10 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çак укçапа ача пахчинчи ăшăту тытăмне тата çурт тăррине улăштармалла пулнă. Анчах, подрячике пула ĕçсем вăхăтлăха чарăнса ларнă. Ăшăту тытăмĕпе çыхăннă çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ-ха, анчах çурт тăрришĕн явап тытакан организаци хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлайман. Çавна май ачасен ашшĕ-амăшĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне видеоçыхăну мелĕпе тухрĕç. Алла Леонидовна вĕсен ыйтăвне хăйĕн тимлĕхне илчĕ, администраци ĕçченĕсене вара çывăх вăхăтра смета докуменчĕсене хатĕрлесе вĕрентӳ министерствине ярса пама ыйтрĕ.