Ăшă та хăтлă ӳнер шкулĕнче вĕренме те лайăх
«Культура» наци проекчĕ Чăваш Енре анăçлăн пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн культура çурчĕсем, музыка шкулĕсем, кинозалсем çĕкленеççĕ, тĕпрен юсанаççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче ку енпе пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç туса ирттернĕ.
Паян Октябрьски салинчи ӳнер шкулĕнче тĕрлĕ музыка инструменчĕн сасси илтĕнсе çеç тăрать. Çĕнĕ те таса çуртра кашни пӳлĕмрех ачасем кĕвĕ тĕнчипе паллашаççĕ. 50 çула яхăн шкул хĕрачасемпе арçын ачасене йышăнать. 2000-мĕш çулта ӳнер шкулне йăла çурчĕ пулнă вырăна куçараççĕ. 2021-мĕш çулта вĕренӳ учрежденийĕнче тĕплĕ юсав иртет. Çуртăн сăн-сăпатне улăштарма 5 миллион ытла тенкĕ кайнă.
МАРИНА ПЕРОВА: ««Культура» наци проекчĕпе пирĕн шкул паллайми улшăнса кайрĕ. Ăшăтса, фасадне улăштарса, шалтан пĕтĕмпе улăштарса пĕтерчĕç. Сăрласа, урайсене ăшăтса, кантăксене стеклопакетсем лартса питĕ çутă, ăшă илемлĕ шкул туса пачĕç. Халĕ кунта ĕçлеме питĕ аван, хавхаланса çӳретĕп ĕçе».
Ачасем те савăнăçне пытараймаççĕ. Полина 7 çул ӳнер шкулне çул такăрлатать. Иртнипе хальхине танлаштарма пултарать.
ПОЛИНА ОРЛОВА: «Кантăксенчен питĕ сывлăш кĕретчĕ. Питех килĕшмесчĕ ун пек. Ремонт хыççăн классенче питĕ ăшă. Условисем лайăх, шыв, туалет, охрана та пур. Килтисем савăнăçлă эпĕ кунта çӳренишĕн».
Сĕнтĕрвăрри хулинче те ача-пăча вулавăшĕнче «Культура» наци проекчĕпе тĕплĕ юсав иртнĕ. Раççей тата республика хыснисенчен 6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çутă та таса пӳлĕмсенче пĕрмай ачасене курма пулать. Ку вулавăш ыттисенчен уйрăлса тарать. Сывлăх енчен хавшак ачасем валли ятарлă пӳлĕм хатĕрленĕ. Районта 41 ачана хăйне уйрăм тимлĕх кирлĕ, вĕсенчен 21-шĕ вулавăшри «Юлташсен вăйă картийĕ» клуба çӳреççĕ, ыттисем дистанци мелĕпе хутшăнаççĕ. Интерактивлă сĕтел, тĕрлĕ тренажер, массаж кавирĕсем тата ытти те – ачасене интереслентерекенни нумай кунта.