Фестиваль çамрăксене пĕрлештерет
2017-мĕш çулта Сочире студентсемпе çамрăксен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртнĕччĕ. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă чухне çак ыйтăва татах хускатнă. Раççейри халăх туслăхĕсен университечĕн студенчĕ Дарья Семенова ку фестивале чĕртсе тăратма май пур-ши тесе ыйтсан çĕршыв ертӳçи шухăшласа пăхма шантарнă. Владимир Владимирович ку тĕрĕс шухăш пулнине, мĕншĕн тесен фестиваль çамрăксене пĕр тĕвве пухнине, анчах та çак уяв мĕнле шайра иртесси çамрăксенчен хăйсенчен нумай килнине палăртнă.
5 çул каялла Сочире иртнĕ студентсемпе çамрăксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне Чăваш Енрен те ушкăн тухса кайнăччĕ: спортсменсем, студентсем, журналистсем, артистсем, волонтерсем. Сăмах май, наци телерадиокомпанийĕнчен 4 журналист унта хутшăннă. Вĕсенчен пĕри – вăл вăхăтра чăвашла хыпарсене тытса пынă Анастасия Олангина. Паян Настя Мускавра ĕçлет, çĕршыв ертӳçи фестивале тепĕр хутчен ирттерессине пăхса тухасси пирки каланине вăл хапăлласах йышăнчĕ, иртнине аса илчĕ.
АНАСТАСИЯ ОЛАНГИНА: «Пĕтĕм тĕнчери студентсен тата çамрăксен фестивалĕ манăн асăмра халĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм, мĕншĕн тесен эпĕ унта çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашнă. Чăваш Ене килсе çÿренĕ май эпĕ вĕсемпе час-часах тĕл пулатăп. Эпир вара пĕрле фестиваль мĕнле кăсăклă иртнине аса илетпĕр. Унта тĕрлĕ çĕршывран пуян тавракурăмлă 50 000 çамрăк килсе çитнĕччĕ. Вĕсемпе калаçас килет, савăнас килет, юрлас-ташлас килет. Çакăн пек фестивальсем ытларах пулсан питĕ аван пулать, мĕншĕн тесен çак фестивальте çуралакан кăмăл-туйăм урăх ниçта та çуралаймасть».