ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2023

Хĕллехи ял спорчĕн вăййисем

Хĕллехи ял спорчĕн вăййисене кăçал Красноармейски тăрăхĕ йышăнать. Пысăк ăмăрту нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет. Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх, пуçаруллă, вăйлă, ялта пурăнакан 500 çын ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерӳçĕсен Чăваш Ен чысне пуш уйăхĕнче Череповецра хӳтĕлемелле пулĕ.

БОРИС КЛЕМЕНТЬЕВ: «Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски муниципаллă округĕнче ял ĕçченĕсен хĕллехи спорт вăййисем иртеççĕ. Ăмăртура йĕлтĕрçĕсем, шашка-шахмăт вылякансем, спорт çемйисем, ĕне сăвакансем тата механизаторсем пулăшаççĕ. Çак ăмăртăва Красноармейски муниципаллă округ ял хуçалăхпа спорт министерстви пулăшнипе ирттерет. Спорт вăййисенче республикăри муниципаллă округри ушкăнсем хутшăнаççĕ. Ку ăмăртăва 500-ре яхăн спорта кăмăллакансем тупăшĕç. Хисеплĕ юлташсем, спорта юратакансем, куракансем нарăсăн 18-мĕшĕнче пурнете Красноармейски салинче хапăл туса кĕтетпĕр».