ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2023

Хĕллехи тапхăрта çулсене тасатса тăрасси

Чăваш Енре автомобиль çулĕсен тăршшĕ 12 пин те  600 çухрăм ытла. Транспортсен çул çӳревĕ хăрушсăр тата чăрмавсăр пултăр тесе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çапах та регион ĕçне тимлекен центра республикăра пурăнакансем тăтăшах çулсене хĕллехи вăхăтра тивĕçлĕ шайра тирпейлесе тасатманни пирки пĕлтернĕ. Çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура пур енлĕн тишкерчĕç.