ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2023

«Хĕрлĕ автан» кил-çуртсăр ан хăвартăр

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирхине 2 сехетре Çĕнĕ Шупашкарти Семенов урамĕнчи 21-мĕш çуртра «хĕрлĕ автан» алхаснă. Инкек тухнин сăлтавĕ – хваттере ятараласа чĕртсе яни пулма пултарнине çирĕплетеççĕ специалистем.

Кил-çуртсăр тăрса юлас мар тесен мĕнлерех йĕркесене пăхăнмалла? Çак тата ытти ыйту хуравне халăха аса илтерес тĕллевпе  синкерлĕ лару-тăрупа кĕрешекен министерство ĕçченĕсем рейд ирттерчĕç.