Икĕ маршрут хатĕрленĕ
Агротуризм тата ял туризмĕ. Пĕрре пăхсан иккĕшĕ те пĕр пĕлтерĕшлĕ теме пулать. Çапах та кунта уйрăмлăх чылай иккен. Вĕсене шăпах «Туризмлă Чăваш Ен» форумра сӳтсе яврĕç.
Агропромышленность предприятисемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе вĕсен ĕçне тишкерни агротуризма кĕрет. Кунта тӳрех икĕ мулкача тытма пулать – апат-çимĕçе тутанса пăхассипе пĕрлех производствăпа паллашасси те.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Ял хуçалăх предпритиясем те, фермер хуçалăхĕсем те çак çĕр çинче ĕçленисĕр пуçне туризмпа аталантарса ĕçлес текенсем сĕре нумай. Унсăр пуçне вăрмансемпе тĕрлĕ кӳлĕсем те нумай республикăра. Пулă ĕрчетекенсем те, пулă тытмалли вырăнсем те. Çак вырăнсенче условисем туса пама малашне çак енĕпе ĕçлесе пырасшăн. Хутшăнас текенсем, чăнах та, нумай».
Агротуризм Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх. Çавăнпа ку «пахчара» ĕçлекен сахал. Ăна тĕрĕс йĕркелесен хушма укçа ĕçлесе илме пулать. Ку вара ял çыннишĕн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем. Агротуризмпа пĕрлех ял туризмне те тимлĕх уйăрмаллине те палăртрĕç ларура. Хальлĕхе ăна тăхăр районта пуçлама шутлаççĕ. Вĕсен йышĕнче тăвайсем те пур.
ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Çак туризм маршрутне пирĕн ĕлĕкхи-авалхи чиркӳсем, культурă наследиллĕ объектсем кĕчĕç. Çавăн пекех эпир хамăр патра туса кăларакан продукципе, апат-çимĕçпе тутанма йыхравлатпăр пирĕн пата килекен хăнасене. Çавăн пекех пирĕн музейсем, канмалли базăсем пур. Малашне çак патшалăх пулăшнипе агротуризм программăпа тата малалла аталанасшăн эпир».
Асăннă грантпа федераци хыснинчен виççĕрен пуçласа 10 миллион тенкĕ таран укçа илме пулать. Тĕревсене республикăра та палăртаççĕ.