ru24.pro
Новости по-русски
Декабрь
2022

Тухăçлă ĕçлесен ӳсĕм пулатех

«Раççей тĕрĕслĕхшĕн» партин регионти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Депутатсем авăн уйăхĕнчи суйлав ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕ республикăра уçăмлă та йĕркене пăхăнса иртнĕ. Чăваш Енре 19 муниципалитетра депутатсене суйларĕç. Çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере тата Красноармейски муниципалитет округĕнче депутатсен хушма суйлавĕ пулнă. «Раççей тĕрĕслĕхĕшĕн» партин регионти уйрăмĕ суйлава 319 кандидат тăратнă. Вĕсенчен 293 кандидата регистрациленĕ.

 «Раççей тĕрĕслĕхĕшĕн» партин Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Анатолий Аксаков каланă тăрăх, ку – лайăх кăтарту. Хальхи вăхăтра партин муниципалитет шайĕнче 53 депутат шутланать, 4-шĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем. Регион ертӳçи Олег Николаев авăн уйăхĕнчи суйлаври парти ĕçне пысăк хак пачĕ. Вĕсене халăх шаннине палăртрĕ. 2024-мĕш çулта Раççей Президентне суйлатпăр. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев парти пайташĕсене суйлав умĕнхи ĕç йĕркине палăртма сĕнчĕ.