Тĕрлĕ енлĕ сиплеççĕ
Сывлăхлă пул та киленсе пурăн. Шупашкар районĕнче вырнаçнă «Волга» санатори ĕçченĕсем çакна мала кăлараççĕ. Хăтлă та усăллă канупа сиплев пултăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем. Сывлăха çирĕплетекенсем кунтан тулли кăмăлпа тухса каяççĕ.
Уçă сывлăш. Хăтлă та таса пурăнмалли пӳлĕмсем. Сиплев кабинечĕсем. Чи пĕлтерĕшли вара – пысăк технологиллĕ диагностика мелне усă курса сиплени. Çĕнĕ йышши узи аппаратпа усă курни нумай чире тупса палăртма май парать. Усал шыçă амаланма пуçланине малтанхи тапхăрта тупса палăртассипе те тимлеççĕ «Волга» санаторире.
НАТАЛИЯ МЕФОДЬЕВА: «Пирĕн санторинче, йăлана кĕнĕ тăрăх, сиплессипе хальхи вăхăтри çĕнĕ мелсемпе усă курса сывлăха çирĕплетес тесе тăрăшатпăр. Санаторин тĕп теллевĕ – кашни çынпа уйрăм ĕçлесси. Канма килекен врач канашлăвне шута илсе хăйне юрăхла кирлине суйласа илме пултарать. Йывăрăшне, пĕтĕм организма вăйлатма, тасатма, иммунитета çирĕплетме эпир пулăшатпăр. Пирĕн санаторинче чĕрепе юн тымарĕ эндокрин чирĕсене ӳпкепе чĕре чирĕсемпе сипленме 100 ытла мел сире сĕнетпĕр».
Эндокринолог, кардиолог, пульманолог, гастроэнтереолог, уролог, травматолог, акушер-гинеколог тата ытти те. Нумай врач чунне парса ĕçлет кунта. Пулăшу ыйтса килекене тĕрлĕ енлĕ сыватаççĕ.
НАТАЛИЯ МЕФОДЬЕВА: «Вăйлă хумпа сиплесси, ударно волновая терапия тетпĕр ăна, питĕ вăйлĕ мелсенчен пĕри. Вăл çурăм шăмми, чĕркуççи чавса тата ытти чирсем ыратнинчен сиплеме пулăшать, уйрăмах ура тупанĕ ыратсан питĕ усăллă. Пирĕн санаторинче Волжские ключи шыв та пур. Эпир çав шывпа сире сиплеме тăрăшатпăр. Унта питĕ нумай микроэлементсем тата минералсем нумай. Функци тата лаборатори диагностика мелĕсемпе усă курса чирсене тупса палăртатпăр. Вĕсене вăхăтра сиплеме пуçлатпăр. Уйрăм специалистсем сире пулăшаççĕ, кирлĕ сĕнӳсем сире вăхăтра параççĕ».
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Виталий Иванов машнинăпа çула тухсан «Волга» санатори пирки хыпар илтнĕ. Германинчен кӳрсе килнĕ чаплă сиплев хатĕрне кунта вырнаçтарсан Виталий Николаевич 3 эрнелĕх путевка илет.
ВИТАЛИЙ ИВАНОВ: «Процедурăсем пите лайăх. Ирех массаж пуçланать. Кайран массажный кровать. Ун хыççăн магнитотерапине, лазерный терапине каятăп, вара соляной шахта унта. Çак 10 кун хушшинче сывлăх самай улшăнчĕ. Çирĕп сывлăхлă хама туятăп. Питĕ çăмăл утса çӳреме. Чаплă санатори. Çакăнта килсе сывалма калатăп пурне те».
Çавăн пекех «Волга» санаторинче «Канмалли кунсен турĕ» те пур. Шăматкунпа вырсарникун çемьепе е пĕччен килсе кунта вăхăта усăллă ирттерме пулать. Сауна, галотерапи, техĕмлĕ курăкран вĕретнĕ чей, чуна килентерекен массаж тата ытти те – канмалли ик кунтах çан-çурăма çирĕплетме пулать. Кăмал тăвакансене Шупашкар районĕнчи Вăрманкасси ялĕнче Атăл урамĕнчи 4-мĕш çуртра хапăл тусах йышăнаççĕ. 8-917-078-82-00 – ыйтса пĕлмелли телефон.