ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2022

Пурнăçра пулăшса пырĕ

Чăваш Республикинче «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программин «Цифра танмарлăхне пăрахăçласси» федераци проекчĕ туллин пурнăçланса пырать. Унпа килĕшӳллĕн, çĕртен пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсене хальхи мобильлĕ çыхăнупа, вăл шутра пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтереççĕ. Ырлăх çитнĕ ялсен шутне Шупашкар районĕнчи Энтимĕркасси тата Муркаш районĕнчи Çĕмĕрткасси кĕчĕ. Асăннă тăрăхсенче пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков çитсе курчĕ.

НИНА ФЕДОРОВА: «Хамăр больница çиччас хыпарсем ыйтать. Тĕслĕхрен, Viber-па çырса ярать мана çав данныйсене ярса пар пире тесе. Эпĕ кĕретĕп те кунта хальлĕхе çаврăнмасть. Нимĕн те çаврăнмасть. Тухатăп, шыратăп интернет. Çӳле каятăп, чупатăп. Ăна уçатăп, пăхатăп, кайран каллех кунта килетĕп».

Кĕсье телефонĕ çине ярса панă хыпарта мĕн ыйтнине шыраса тупса каллех каялла интернет пур вырăна утать Энтимĕркассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн ертӳçи Нина Федорова. Медицина тытăмĕнче 33 çул ĕçлет вăл. Юлашки вăхăтра компьютерпа нумай ĕçлеме тӳр килнине палăртать Гиппократа тупа тунăскер. Прививка яртармалла, фельдшер патне çырăнмалла, тухтăра чĕнмелле – пур ĕçе пурнăçлама та интернет кирлĕ.

ЕВГЕНИЙ МАТЬЯНОВ: «Интернет халь питĕ лайах ĕçлет ялта. Çыхăну питĕ лайăх. Унччен çак таранччен Энтимĕркассинче нихăçан та йĕркеллĕ интернет пулман. Çынсем хăйсен телефонĕсемпе хире чупса тухатчĕç интернетпе çырăнма, пĕр-пĕринпе калаçма та. Терминал оплаты магазинта кансĕр пулнă, лайăх ĕçлемен».

Энтимĕркассинчи вышкăн хăватлăхĕ Лепетер ялне те çитет. Икĕ ялта 300-е яхăн çын пурăнать. Вышка лартни яла аталанма пулăшасса шанаççĕ кунта пурăнакансем. Муркаш районĕнчи çĕмĕрткассисем те пысăк хăвăртлăхлă интернет çитнипе питĕ савăнаççĕ. Вышка лартиччен кĕсье телефонĕн çыхăнăвĕ япăх, вырăн вырăнпа ĕçлеменни те пĕрре мар пулнине палăртаççĕ ял çыннисем.

ЛАРИСА ВАСИЛЬЕВА: «Чăнах та, питĕ аван. Ял халăхĕ те кăмăллă çак вышкăна вырнаçтарнăшăн. Пĕтĕм пахалăхĕ те пирĕншĕн çавă чи малтанах шутласа илсессĕн. Ачасем те савăнаççĕ. Уроксем тунă чухне. Халĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕрен кăткăс заданисем параççĕ тĕрлĕ предметсемпе. Интернет пулăшăвĕ пире питех те кирлĕ».

 Çĕмĕрткассинчи вышкăн хăватлăхĕ кӳршĕллĕ Кивĕ Матьăк ялне те çитет. Кунта пурăнакансем те кăмăллă пулнине палăртмалла.

ИННА ЕФИМОВА: «Юлашки вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсемпе электронă мелĕпе усă курнă чухне те çак интернет хăвăртлăхĕ пысăк пулăшу парать ял çыннисене пурне те. Ялсене çакнашкал программăпа интернет хăвăртлăхне пысăклатса панине питĕ ырлатăп. Ялти пурнăçа çӳллĕрех шая çĕклет тесе шутлатăп».

 АНАТОЛИЙ КУЗЬМИН: «Çак программа питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен халăх çакна нумай вăхăт хушши кĕтнĕ. Паянхи куна çак кĕтнĕ ырă япала çитрĕ. Çĕмĕрткасси ялĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах. Çĕмĕрткасси ялĕ тавра тата виçĕ ял пĕтĕмĕшле 450 кил таран пурăнаççĕ».

«Цифра танмарлăхне пăрахăçласси» федераци проекчĕпĕ иртнĕ çулта пилĕк станци хута янă. Кăçал вара çиччĕшне ĕçе кĕртнĕ. Çитес çул тата тепĕр 13 станци лартма палăртаççĕ.