Улшăнусем кĕртесшĕн
Паян республика парламентарийĕсем çитес виçĕ çулхи бюджет саккунĕн проектне пăхса тухрĕç. Мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ха унта?
Çитес çулхи бюджет тупăшĕ 2 миллиард тенкĕ çурă пысăкланать. Пĕтĕмĕшле вара 80 миллиард тенкĕ ытларах пулĕ. Хамăр регион туса илекен тупăш вара 174 миллион тенкĕ нумайланĕ. Федераци бюджетĕнчен 2 миллиард тенкĕ çурă хушма укçа кĕме пултарать. Пурĕ çак кăтарту 38 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Çавăн пекех çĕршыв хыснинчен 2 миллиард тенкĕ бюджет тытăмне йĕркелеме ярса параççĕ. Патшалăх тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне пысăклатма 81 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă.
Пĕтĕмĕшле илсен çитес çулхи бюджет калăпăшĕ кăçалхи тупăшпа танлаштарсан самай ытларах пулнине палăртмалла. 2023-мĕш çулта республика бюджетĕнчен 22 миллиард тенкĕ ытла вĕрентӳ тытăмне, 19 миллиард тенкĕ ытла социаллă политикăна пурнăçлама, 14 миллиард тенкĕ ытла экономикăна аталантарма ярасшăн.