ru24.pro
Новости по-русски
Ноябрь
2022

Черет чакать

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 61 000 ытла çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме черете тăратнă. Тĕрлĕ категорири 1160 çемье çĕнĕ çурта куçма ĕмĕтленет. Вĕсем валли хыснара 1 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çулталăк пуçланнăранпа 991 çемьене пурăнмалли çурт-йĕр сертификачĕ панă.

Çак телее камсем тивĕçнĕ-ха? Вĕсен йышĕнче 434 çамрăк çемье, 26 нумай ачаллисем, авариллĕ кил-çуртра пурăнакансем 174, 77 ветерансемпе сусăрсем, 258 тăлăх. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сахал тупăшлисене пулăшас тĕллевпе курăмлă ĕçлемеллине каларĕ. Ку ыйтăва татса пама тĕрлĕ программăсем, финанс хатĕрĕсем пуррине палăртрĕ. Вĕсен шутĕнче хваттере тара тытнине çирĕплетекен социаллă килĕшӳ туни, пурăнмали çурт-йĕр сертификачĕсем, строительство ораганизацийĕнчен тӳрремĕн хваттер туянасси таран. Тăлăхсене те кӳрентермелле мар, черетре тăракансене пулăшма тăрăшмалла терĕ Республика Пуçлăхĕ. Кăçал 304 ашшĕ-амăш хӳттисĕр тăрса юлнисене пурăнмалли çуртпа тивĕçтермелле. Вĕсенчен 64-шне сертификат панă. Çапах та Шупашкар районĕнче чăрмавсем сиксе тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев тивĕçлĕ хваттерсем çукки çинчен каланă май иккĕленсе: «Тупатпăр пуль», – терĕ. Республика Пуçлăхне Олег Николаева ку хурав килĕшмерĕ, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ. Нумай ачаллă çемьесен, 5 тата ытларах пепке çитĕнтерекенсен хăйсен тĕллĕн килĕшекен çурт туянма май пур. 28 çемьерен 21-шĕ кăçал шăпах çак мелпе усă курма палăртать. 7 тата ытларах ачаллă 33 çемье республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне илме пултарнă. Социаллă тĕревпе усă курса 16 çемьен хăйсен кăмăлне каякан çĕре куçма май пур.

ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Хальхи куна республика хыснинчен çак пулăшăва илме 181 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пирĕн хальхи куна республикăра 31 çемье 7 е ытларах ача ӳстерет. Çавсене пулăшма, çурт-йĕр тума пирĕн халĕ сертификатсем çынсене палăртрăмăр».

Чăваш Енре 2020-2024-мĕш çуласене йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программипе килĕшӳллĕн ипотека илнĕ чухне пĕрремĕш тӳлевпе тивĕçтерни пысăк пулăшу пулса тăнă. 206 çемье кăçал çак çăмăллăхпа усă курнă. Авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарас тĕллевпе пуçарнă программăн 4-мĕш тапхăрĕ пурнăçланать. 528 çын черетре тăрать. Республикăра пурăнакан 53 çынна пулăшма пултарнă.