Елчĕкре ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен уявĕ иртрĕ
Ĕçчен çынна ял савать. Мĕн авалатан пыракан йăлапа, кĕр мăнтăрĕнче пахча-çимĕçе пуçтарса пĕтернĕ хыççăн кĕрекене пуçтарăннă. Çак кунсенче Елчĕкре те çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетсе ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен уявне ирттерчĕç.
Ял хуçалăх çыннисем ĕçпе çеç мар, пултарулăхпа та палăраççĕ. Çакна Елчĕкри культура çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ хăйне евĕрлĕ курав та палăртать. Уяв лапамне çывхарнă май курса тĕлĕнмелли нумайлансах пырать: тыр-пултан хатĕрленĕ чăваш ялавĕн палли, хресчен апачĕ тата ытти те. Елчĕксем яланах малта пулма тăрăшаççĕ. Сăмахран, кăçал вĕсем сĕт суса илессипе кăтартусене лайăхлатма пултарнă. Çак тата ытти çитĕнӳре ял хуçалăх ветеранĕсен тӳпи те пысăк.
ЛЕОНАРД ЛЕВЫЙ: «Район, ял хуçалăх аталанăвĕнче çирĕп никĕс тăвакансем çак ветерансем. Пирĕн те халь, ĕçлекен руководительсен кайран эпир те питĕ пысăк база, пысăк никĕс туса хăварнă тесе каламалла пултăр».
Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансене патшалăх çулсеренех çăмăллăхсем кӳме тăрăшать. Вĕсем çинчен пурин патне те тĕрĕс илсе çитермеллине Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та палăртрĕ.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пирĕн малтан килти хушма хуçалăхсен, ЛПХ тетпĕр, вĕсем пирĕн республикăра 234 000. Вĕсене пирĕн пулăшмалли программа пулман. Кăçалтан хуçалăхсенчен нимпе те кая мар, анчах ĕçлесе кайма, паллах, хăшне-пĕрне пĕлменни хăратать, çавăнпа та ăнлантарса пама тăрăшмалла. Килте çĕр улми, пахча-çимĕç,какай, сĕт туса илсен 30-40 процент таран тăкакĕсене саплаштарма пулать паянхи кун».