Кăтарту савăнтарать
Лапка-лапка юр çăвать. Кĕрхи ĕçсене вĕçлемеллине систерет. Кăçалхи тухăç çĕр ĕçченне савăнтарать. Вырма пĕтнĕ. Чăваш Енре миллион та 5 000 тонна ытларах ылтăн пĕрчĕ пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. Республикăри хуçалăхсем 1992-мĕш çулта лартнă рекорда çĕнетнĕ. Ун чухне кăçалхинчен пин тонна сахалтарах çапса илнĕ пулнă. Ытти енпе те кăтарту савăнтарать. Кăçал çĕр çинчи пур ĕç те кая юлса пырать. Иртнĕ кунсенче хуçалăхсенче çĕрулми кăларассипе çине тăрса ĕçлерĕç. 115 000 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пухса илнĕ. Гектартан 243 центнер Улатăрпа Йĕпреç, Канашпа Комсомольски, Пăрачкавпа Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче ку ыйтупа тек пуç ватмаççĕ, çĕрулми каларса пĕтернĕ. Кăçал çу тумалли культурăсен кăтартăвĕ те савăнтарать. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 30 000 ытла тонна пухса илнĕ те. Лайăх кăтарту. 2019-мĕш çулта ку енпе рекорд пулнă. Ун чухне 27 000 ытла тонна пухса илнĕ. Ĕç малалла пырать. Рапс 20 000 тонна пухса илнĕ. Республикăри хуçалăхсем сарă пăрăçпа тухăçлă ĕçлеме пуçларĕç. Кăçал унăн лаптăкне те пысăклатнă, ăна 11 районта акса хăварнă. 4 000 ытла тонна – пӳлмере.