Финанс пĕлĕвне ӳстереççĕ
Ачасен каникулĕ хаваслă та усăллă иртет. «Финанс тĕнчи» шкула çӳрекенсем бизнес-план тума, хăйсен ĕçне пуçарса яма, укçа-тенкĕ пухма вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти «Эткер» центрта финанс пĕлĕвне парассипе ятарлă программа ĕçлесе кайрĕ. Вăл чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕччен пырĕ.
«Финанс тĕнчи» шкулне çӳрекенсем ăсталăх класĕсене, интерактивлă сессисемпе лекцисене хутшăнаççĕ. Вĕрентекенсем хăнăхтарусене вăйă мелĕпе ирттереççĕ. Вĕренӳ ачасене çеç мар, аслисене те интереслентерчĕ. Кăсăклă вăйăсене хутшăнакансене кредит та пачĕç. Çак укçапа вĕсем ăсталăх класĕсене хутшăнма май пур. Хăнăхтарусене тĕрĕс пурнăçласан парăма парса татма, преми илме те пулать. Шкул ӳсĕмĕнченех укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрни, нухратпа тĕрĕс усă курма пĕлни укçа-тенке перекетлеме, ачасене çак енĕпе çителĕклĕ пĕлӳ пани вĕсене пурнăçăн анлă сукмакĕнче финанс тытăмне ытларах ăнланма пулăшĕ, палăртрĕç тĕлпулăва килнисем. Çак вĕрентӳ программин тĕп тĕллевĕ – ачасен финанс пĕлĕвне ӳстересси, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшасси, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн ятарлă меслетпе паллаштарасси. Çамрăк ăрăва укçа-тенкĕпе кашни кун нумай тăкакламасăр усă курма вĕрентеççĕ. Çак кунсенче ачасем хăйсен бизнес планĕсемпе паллаштарĕç. Малашлăхра ăна ĕçе кĕртĕç.