Ревель Федорова юлашки çула ăсатрĕç
Республика чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, Раççей халăх художникне Ревель Федорова юлашки çула ăсатрĕ. Хурлăхлă сывпуллашу Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура çуртĕнче иртрĕ. Унăн ĕçĕсем тарăн шухăшлă пулнипе палăраççĕ. Хăйĕн чĕлхиллĕ, хăйĕн туйăмĕллĕ, вĕри те хăватлă сăрă ăсти. Мухтавлă ентешĕмĕр чăваш ӳнер искусствин аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Утма йывăр пулсан та такăнман.
ВЛАДИМИР НАГОРНОВ: «Ревель Федорович вăл нумай вăхăт кунта Чăваш Республикин художниксен союзне ертсе пынă. Вăл Совет вăхăтĕнче те ĕçленĕ. Кайран йывăр вăхăтсенче 90-мĕш çулсенче и тата XXI-мĕш ĕмĕрте. Вăл хăйĕн опычĕпе çак союза тытса тăнă. Пирĕн мастерскойсем сыхланса юлнă. Халĕ те тытса пыратпăр. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр облаçсенче, республикăсенче çухатнă. Çак енĕпе Ревель Федорович питĕ лайăх тытса пынă».
Ревель Федорович пиртен уйрăлса кайни – çĕршыври культурăшăн та пысăк çухату. Хурлăхлă сывпуллашăва ӳнерçĕн Раççейри пур тăванĕ, ĕçтешĕ, унăн пултарулăхне кăмăллаканĕ килсе çитнĕ. Ревель Федорова юлашки çула ăсатма килейменнисем вара хурланни çинчен пĕлтерсе çырусем янă.
СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Ревель Федорович Федоров пурнăçран уйрăлса кайни вал Чăваш Республикишĕн анчах мар, вăл пĕтĕм Раççейшĕн пысăк çухату. Пурнăç тăршшĕпе вăл тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсем пире парнеленĕ. Вĕсем халь музейра юлĕç. Эпир вĕсене пăхса яланах Ревель Федоровича аса илĕпĕр. Вăл Чăваш Республикин мăнаçлăхне кăтартнăшăн питĕ пысăк тав ăна».
Ревель Федоровича Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарта, Чăваш Енри мухтавлă çынсен аллейинче пытарчĕç.