ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Хĕрӳ лини ĕçлет

Çара каякансем тупа тăваççĕ-и? Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн алпа çырнă повесткăна пама ирĕк пур-и? Çара каякансем медицина тĕрĕслевĕ тухаççĕ-и? Раççейре пурăнакансен тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусем чылай. Вĕсене уçăмлатма çĕршывра хĕрӳ лини йĕркеленĕ. Шăнкăравсене 122 телефон номерĕпе талăкĕпех йышăнаççĕ. Аса илтеретпĕр, тăтăшах килекен ыйтусен хуравĕсене help21.ru сайтра пичетлесе кăлараççĕ. Объясняем. РФ сайтра та тулли информаци тупма пулать.

Ку сăмахсене Ангелина Балакирова кунне темиçе хут та калать. Оператор пулса вăл виççĕмĕш кун ĕçлет. Ирхи сакăр сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехетчен çынсен ыйтăвĕсене хуравлать вăл.

АНГЕЛИНА БАЛАКИРОВА: «Пĕр сменăра вăтамран 20 шăнкăрав йышăнатпăр. Ыйтусем тĕрлĕрен. Сăмахран, студентсене çара илсе каяççĕ-и? Тата ыттисем те. Кашнине пулăшма тăрăшатпăр. Вĕсемпе пĕрле эпир те пăшăрханатпăр».

Ангелина Шупашкарти медицина колледжĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Оператор ĕçĕ кăсăклă пулнине палăртать пике. Центрта ĕçлеме чылай саккун пĕлмелле, кирек мĕнле ыйтăва та хуравламалла.

КРИСТИНА КАГАЙКИНА: «Эпир кунта практикăра ĕçлетпĕр. Ку маншăн питĕ усăллă. Çынпа калаçма пĕлни, йывăр вăхăтра ăна пулăшма пултарни фельдшерсене кирлĕ. Ĕçе кĕрсен те ку маншăн пĕлтерĕшле пулĕ».

Хĕрӳ лини эрнене яхăн ĕçлет. Ку вăхăтра сакăр пин ытла шăнкăрав йышăннă. Талăкне пин те виççĕр ыйтăва хуравланă. Центрта хальлĕхе 17 оператор ĕçлет. Шăнкăравсем йышлă пулсан вĕсен шутне 30 таран ӳстерме палăртаççĕ. Çивĕч ыйтусене татса пама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй те хутшăнма хатĕр пулнине каларĕ. Сывлăх сыхлавĕ, социаллă хӳтлĕх тата ытти те. Хĕрӳ линине тулли мар мобилизаципе çыхăнман ыйтусем те килеççĕ. Вĕсене те йышăнаççĕ 122 телофон номĕрĕн операторĕсем. Алексей Зотиков, Николай Скворцов