ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Çĕр çул тултарчĕ

 

Пĕр ĕмĕр çынсен сывлăхне сыхлаççĕ. Юлашки çулсенче кăшăллă вируспа кĕрешеççĕ. Сăмах, Раççейри патшалăх санитарипе эпидемиологи служби пирки пырать. Çак тытăм йеркеленнĕренпе кăçал çĕр çул çитрĕ.

Республикăра пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тĕрĕслесси, тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран асăрхасси тата ытти те. Санитарипе эпидемиологи службин тимлемелли ыйту чылай. Уйрăмах вĕренӳ учрежденийĕсенче апат пахалăхне тĕрĕслесе тăрас, çуллахи кану тата ачасен сывлăхне çирĕплетес ыйтусене тимлĕх уйарăççĕ. Вĕсем тăрăшнипех Чăваш Енре шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси – çӳллĕ шайра. Сумлă çавраçулпа Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене республика ертӳçи Олег Николаев саламларĕ.

– Сире пурне те сирĕн службăна тĕпленнĕренпе, никĕсленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа саламласа, ырлăх-сывлăх сунса малалла та хăвăр ĕçе питĕ хастаррăн, ăна юратса туса пыма сĕнетĕп.