ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Туризм эрни

Раççейре çуллахи вăхăтра 25 миллион ытла турист каннă. Ку кăшăл чир тапхăрĕ пуçланичченхинчен те нумайрах. Çĕршыври чи илемлĕ, çынсене илĕртекен вырăнсем – Çурçĕр Кавказ, Инçет Хĕвел тухăç, Çĕпĕр. Чăваш Ене те туристсем кăмăллаççĕ. Çĕршыв, регион туризмне аталантарас енĕпе Чăваш Республики тĕллевлĕ ĕçлет. Медицина, ача-пăча, экотуризм енĕпе пуян программăсем хатĕрлеççĕ. «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Халĕ Чăваш Енре туризм эрни пырать.

Республикăри паллă, илемлĕ вырăнсем çинчен социаллă сетьре каласа пама кăмăллакан блогерсем, çак тытăмра вăй хуракансем туризм эрнинче Сĕнтĕрвăррине çул тытрĕç. Хаклă хăнасене Атăл хĕрринче кĕтсе илчĕç, унтан Зайцев ячĕллĕ ӳнер галерейинче, купца музейĕпе паллаштарчĕç. Тăван тăрăхри туризма аталантарассипе тăрăшса нумай çул вăй хуракансене тĕрлĕ ведомство наградисемпе чысларĕç. Туризм эрнинче республикăра пурăнакан 3 000 ытла çын экскурсисене хутшăннă. Чăваш Енри музейсем те çак кунсенче куракансене тӳлевсĕрех хăйсен пуянлăхĕпе паллаштарнă.