ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Пĕрлĕхлĕ тӳлев

Ачаллă çемьесене патшалăх паян тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Пĕрремĕш ача çуратсан укçа параççĕ. Виççĕмĕш ачашăн та бюджетран тÿлеççĕ. Çавăн пекех 3 çултан пуçласа 7 çула çитиччен, 8 çултан пуçласа 17 çулхи ачасене çитĕнтерекен сахал тупăшлă çемьесем валли социаллă çăмăллăхсем пур. Сахал тупăшлă çемьери пулас амăшсем пепкене кĕтме пуçланă тапхăртах социаллă тӳлевпе усă кураяççĕ.

Çитес çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çемьесене кÿрекен çак 6 тĕрлĕ пулăшăва пĕрлештерсе пĕрлĕхлĕ – универсаллă пособи туса хурасшăн. Çавна май ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвне илме ансатрах пулĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, республикăра çак тĕреве 120 000 ача тивĕçме пултарĕ.

АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Енчен те çемьере ача кăçалхи çул уйăхĕн 31–мĕшĕччен çуралнă пулсан, ашшĕ-амăшĕ универсаллă пособие суйлама е тÿлеве малтанхи йĕркепех илессине палăртма пултарĕç. Заявленисене электронлă майпа январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пулăвшĕвĕн пĕрлĕхлĕ портал урла пама пулать. Палăртса хăвармалла, универсаллă тÿлевпе сахал тупăшлă çемьесене малтанхи пекех пурăнмалли шай виçине шута илсе тивĕçтерĕпĕр».