ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Çитĕнӳ пур

Ял хуçалăхĕнчи кăтартусем кăçал савăнтараççĕ. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси ӳснĕ. Пухса кĕртнĕ тĕш тырă вара иртнĕ çулхинчен 70 процент нумайрах. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тăхăр уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.

Пур тытăмра та тенĕ пекех кăтартусем лайăхланнă. Строительствăра ĕçсем уйрамах курăмлă. 742 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă – пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 88 процент нумайрах. Уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланнă – 490 000 тăваткал метр. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3 хут ӳснĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кунта çуртсене инвентаризацилес енĕпе тимлĕ пулнин витĕмне курать. Патшалăх çуртсене газ кĕртессине тӳлевсĕр пурнăçлани те пысăк пулăшу кÿнĕ.

Газ кĕртмелли майсенчен пĕри – çурта регистрацилени. Шăпах çăмăллăхпа усă курас тĕллевпе нумайăшĕн, çуртне унчченех хăпартнă пулин те, пӳрчĕсене регистрацилеме тивнĕ. Çак та кăтартăва ӳстерме май панă. Çĕртме уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ӳсме пуçлани палăрать. Çулталăк пуçланнăранпа 190 миллиард ытла тенкĕпе тавар ăсатнă – пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6 процент ытла пысăкрах. Чăваш Енре электричество хатĕрĕсем тăвасси 12 процент ӳçнĕ. Çавăн пекех прицепсемпе çурма прицепсем нумайрах тума пуçланă. Республикăри тавара ют çĕршывсенчен ытларах Китая тата Казахстана ăсатаççĕ. Çаван пекех Польшăра, Литвапа Чехире чăвашра туса кăларакан хатĕр-хĕтĕре, апат-çимĕçе кăмăллаççĕ. Ĕç укçине илес пулсан уйăхри вăтам виçе 39 000 тенке çитнĕ. Укçа-тенкĕпе тата страхлакан тытăмра ĕçлекенсем енчĕке лайăх хулăмлатаççĕ. Ĕç укçин виçипе Шупашкар хули, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Красноармейски районĕсем малта