ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Ӳсĕрле руль умне лараççĕ?

Авăн уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Ӳсĕр водитель» рейд иртнĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсен экипажĕсем эрех-сăра сыпнă хыççăн руль умне ларакансене палăртас тĕллевпе каçсерен çула тухнă. Рейд вăхăтĕнче 56 ӳсĕр водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 18-шĕ медицина тĕрĕслĕвне тухма килĕшмен.

Республикăри çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем канмалли кунсенче руль умне ӳсĕрлĕ ларнине пула 2 авари сиксе тухнине шута илнĕ. 2 çын сусăрланнă. Канаш районĕнчи 37 çулхи арçын хаяр шĕвек шала янă хыççăн мотоциклпа пынă чухне çĕрле çул çинчи бетонлă чăрмав çине кĕрсе кайнă. Шупашкарти Яковлев проспекчĕпе Ашмарин урамĕ хĕресленнĕ вырăнта 34 çулти водитель светофорăн хĕрлĕ тĕсне асăрхамăш пулса çул айккинчи чул çине çапăннă. Çăмăл машина юлашкинчен электролини юпи çине пырса тăрăннă. Суранланнă водитель медицина тĕрĕслевне тухма килĕшмен. Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем тепĕр хутчен асăрхаттараççĕ: ӳсĕрле руль умне ларакансене çулталăк çурăран пуçласа икĕ çул таран автомобиль удостоверенине туртса илеççĕ, 30 000 тенкĕ штраф параççĕ. Руль тытса пыраканăн çумра ларса пыракансем çинчен те шухăшламалла. Ӳсĕрле çула тухса çăмăлттайлăха пула çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлма пултарать