ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Ĕçне кура — хисепĕ

Ĕçне кура — хисепĕ. Александр Степанов тăрăшăвне Раççей шайĕнче те асăрхарĕç. Вăл кăçал çĕршывра пĕрремĕш хут йĕркеленĕ тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен конкурсне хутшăнса лауреат пулса тăчĕ. Тупăшăва 68 регионти тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем пухăнчĕç. Раççей шайĕнче Чăваш Ен чысне хӳтĕлеме çăмăл пулнă-и-ха? Çак тата ытти ыйтăва эпир Александр Марсовича хăйне парăпăр.