ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Хĕсмете кайрĕç

Тăван çĕршыва хӳтĕлеме каяççĕ. Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче, ирпе, Чăваш Енрен çара каякансен пĕрремĕш ушкăнĕ çула тухрĕ. Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнă. Салтак ретне чи малтанах çарта пулнисем тата ятарлă çар специльноçĕ пуррисем тăраççĕ. Республикăн çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çынсем мобилизацине тĕрĕс мар лекнĕ тĕслĕхсем пулман.

Чăваш Ен тĕп хулинчи çар комиссариатĕнче халăх йышлă пухăннă. Пĕрисем хĕсмете каяççĕ, теприсем ăсатса яраççĕ. Каякансен шутĕнче çарта пулнисем, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тупа тунисем. Кăмăл-туйăмĕ вĕсен аван, тăшмана çĕнтерме те вĕсем хатĕр.

 – Повестка ĕнер пачĕç. Паян килмеллеччĕ тăххăр валли. Килтĕм. Эпĕ пĕртте пăшăрханмастăп. Ман юлташсем унта. Туссем пуртте служить тăваççĕ. Николай повесткăпа каять пулсан, Валерий вара хăй ирĕкĕпех. Вăл – çăр çынни, çиччĕмĕш теçеткере пырать.

«Тăван çĕршыва хӳтĕлесси – кашнин тивĕçĕ», – тет.

– Хам ирĕкпе килтĕм. Пирĕн хыççăн урăх чĕнсе ан илччĕр. Маларах каятпăр та, çавăнпа каятпăр. Пирĕн хыççăн урăх ан пултăр.

Çара каякансене ăсатса яма тăванĕсеме тус-юлташĕсем чылай пухăннă. «Каялла сывă кăна килччĕр», – теççĕ вĕсем. Хальлĕхе икĕ автобуспа пĕр газель кайрĕ. Салтаксене малтан вĕрентеççĕ, кайран илнĕ пĕлĕве вĕсем çарта усă курĕç. Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Сергей Емельянов