Халăхшăн тăрăшаççĕ
Паянхи кун электричествăсăр пурăнма çук тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕр çур сехетлĕхе çутă сӳнсенех алă-ура çыхăнса ларать – тĕттĕмре ним ĕç те тума çук, кил-çуртри хатĕр-хĕтĕр те ĕçлемест. Тен, çавăнпах энергетиксем асамçăсем евĕр туйăнаççĕ. Çынсене пурăнма хăтлă условисем туса парас тесе вĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Чăваш энергетика тытăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 65 çул çитет. Çак çумлă çавраçулпа çутăпа тивĕçтерекенсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
Энергетика тытăмĕнче Константин Константинов 30 çул яхăн тăрăшать. Аслă шкулта ăс пухнă хыççăн ĕçе вырнаçнă та çавăнтах вăй хурать вăл. Ĕç нихăçан та çăмăл пулманнине палăртать Константин Валентинович. Халăхшăн тарашасси яланах тĕп вырăнта пулнă уншăн.
КОНСТАНТИН КОНСТАНТИНОВ: «Халăха шывпала, ăшăпала, хăтлăх пултăр халăхăн – чи пĕлтерĕшли çавă. Кăçал Атăл тепĕр енче уголь котельнăйсем вырăннĕ газовый котельнăйсем туса хута яратпăр. Планра. Хулара, Шупашкарта кивĕ котельнăйсене çĕнĕ котельнăйсем çине улăштарма ĕçлетпĕр».
Чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Константин Константинова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Ытти ĕçчене те тĕрлĕ наградăпа хавхалантарчĕç. «Энергетика тытăмĕ эсир чуна парса ĕçленипе аталанать. Кунĕн-çĕрĕн, çанталăка пăхмасăр эсир электричествопа тивĕçтеретĕр», – палăртрĕ республика ертӳçи. Алексей Зотиков, Павел Иритков