Аслă ăру çыннисем ялан тимлĕхре
Ăрусен çыхăнăвĕ, ватăсемпе çамрăксен хутшăнăвĕ, Тимур юхăмĕ тата ытти те. Кашни тунтикун республикăри шкулсенче «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» урок ирттересси йăлана кĕчĕ. Хальхинче çитĕнекен ăру çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалланă вĕренӳ сехечĕсене хутшăнчĕ. Шупашкарти 2-мĕш гимназире вара «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» урока Чăваш Республикин вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров ертсе пычĕ.
Ирхи 8:00 сехет. 2-мĕш гимназире вĕренекенсемшĕн паян асра юлакан кун: «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» урока хальхинче хăнăхнă вĕрентекен мар, министр ирттерет-çке. Темиçе çул каялла Дмитрий Захаров хăй те çак ачасен вырăнĕнче пулнă. Вĕрентекенсен ыркăмăллăхне, вĕсен ăшă пилĕпе çивĕч ăс-тăнне, тăрăшуллăхне вăл паян та лайăх астăвать. Çавăнпа çитĕнекен ăрăва та вĕсен ĕçне хаклама вĕрентет. Уçă урока педгогика ĕçĕн ветеранĕсем – Галина Алексеевăпа Петр Родионов та хутшăнчĕç. Хăйсен шăпине вĕрентӳпе çыхăнтарнăран вĕсем гимназие тăван килпе танлаштараççĕ. Аслă ăрури вĕрентекенсем Тимур отрячĕсемпе ирттернĕ ĕçсем çинчен те аса илчĕç. Тĕслĕхлĕ шкул ачисем вара вĕсен ĕçне волонтер ушкăнĕсемпе малалла тăснине каласа пачĕç.
ГАЛИНА АЛЕКСЕЕВА: «Ачасем хăйсем те çак урокра калаçаççĕ, хăйсен шухăшне каласа параççĕ, çавăнпа çак уроксем кирлĕ пуль тесе шутлатăп хальхи вăхăтра. Çитĕнекен ăру ăслă пултăр, хăйĕн ĕмĕтне ĕмĕтлентĕр, çав ĕмĕт патне çирĕппĕн утса пыччĕр».
«Ватта сума сăвакан – хăй те ырă куракан», – тенĕ халăхра. Шкул ачисем те çакна асра тытаççĕ. Аслă ăру çыннисене вĕсем кашни кунах тимлĕх уйăрма сăмах пачĕç. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Юрий Марков