ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Ăшă пама пуçланă

Чăваш Енре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă. Чи малтан ăшă социаллă объектсене çитнĕ. Шупашкарти 50 шкула тата 139 ача садне хутса ăшăтма тытăннă. Ку тĕп хулари объектсен 74 проценчĕпе танлашать. Йĕпреç, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ районĕсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче те ăшă пур.

 «Ытти муниципалитетсенче ку енĕпе хĕрӳ ĕç пырать», – тесе пĕлтереççĕ республикăри çурт-йĕр инспекцийĕнчен. Ăшă памалли тапхăр умĕн управляющи компанисен ятарлă паспорт хатĕрлемелле пулнă, вăл пурин те пур, теççĕ çак ведомствăра. Чăваш Республикинче пурăнакансем ку енĕпе йывăрлăх, йĕркесĕрлĕх сиксе тухнине асăрхасан прокуратурăна хĕрӳ лини 8(8352) 39-20-81 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ