ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Çул-йĕр юсанать

Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 8 миллиард ытларах тенкĕпе танлашать. Унтан 56 процентне ĕçе кĕртнĕ те. Регион тата район шайĕнчи çулсене юсасси тата пăхса тăрасси лайăх пурнăçланать. Хальлĕхе ку енпе укçан 62 процентне куçарнă. Правительство çуртĕнче иртекен ларура çул-йĕр фондĕнчи укçа-тенке мĕнле тăкакланине пăхса тухрĕç.

Кăçал Чăваш Енре 530 ытла çухрăм çул юсамалла. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 30 çухрăм ытларах. Çавăн пекех 18 çухрăм çĕнĕ çул тумалла, 15 çухрăм тăршшĕнче çутă юписем вырнаçтармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе кăçал 3 миллиард та 900 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çакă 55 вырăнта çула йĕркене кĕртме май парать. Укçана çавăн пекех сăнав камерисем туянма та яраççĕ. Кăçал Чăваш Енре 32 камера вырнаçтармалла. Çул-йĕре регион шайĕнчи программăсемпе те йĕркене кĕртеççĕ. Нумай хутлă çуртсен картишĕсене тата çул юсассипе Вăрнар, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче çул-йĕр фондĕнчи укçана пĕр пус та тăкакламан. Пĕтĕмĕшле илсен, çул-йĕр юсамалли тапхăр вĕçленсе пырать. Хальлĕхе палăртнин 80 процентне пурнăçланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев юсав ĕçĕсене вăраха тăсмасăр вĕçлемеллине каларĕ. Çав вăхăтрах пахалăх пирки те манмалла мар