ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Такăр çул пултăр

«Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре кăçал 118 çухрăм ытла çул тĕпрен юсамалла. Палăртнă ĕçĕн 75 процентне вĕçленĕ. Паян юсанă çулсене тишкереççĕ, йышăнаççĕ. Чăваш Республикин транспорт министрĕпе Владимир Осиповпа манăн ĕçтешсем те çула тухрĕç.

Çул саракан машина, тикĕслекен каток, асфальта касса илсе кăпкалатакан техника ĕçлет – Канаш хулинче юсав пырать. Чукун çул урамĕнче 3 çухрăм çула такăрлатмалла. Çиелти сийне хырса илнĕ, халĕ 5 сантиметр хулăнăш асфальт сараççĕ. Красноармейски урамĕнче 2 çухрăм та 900 метр çул йĕркене кĕртнĕ. Çиеле 700 тонна асфальт хумалла.

ВИТАЛИЙ МИХАЙЛОВ: «Ĕçне планпала тăваççĕ подрядчиксем. Кăçалхи объемсене туса пĕтереççĕ вĕсем. Тепĕр çул улица Железнодорожный, Кооперативный урамĕ, Фрунзе урамĕ, авдорога Аниш и Янтиковское шоссе. Паян тата виçсе тухрăмăр. Канашский урамĕ 2 км. Стройконтроль питĕ çирĕп тытса пырать подрядчиксене. Ĕçне вăхăтра туса пĕтерĕç тесе шутлатăп».

«Хăрушсăр тата паха çулсем» проектпах «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» çул çинче те юсав иртнĕ. Çул хĕррине вак чул па çирĕплетнĕ, асфальт хунă.

ЛЕОНАРД ЛЕВЫЙ: «Елчĕк районĕнче республика çулĕсем 50 çухрăм шутланса тăраççĕ. Чăнахах та, çулсем иртсе пынă май çулсем япăхланса пыраççĕ. Пĕтĕм конкурс мерприятисене ирттернĕ хыççăн çак çула ремонт тăваканни воддорстрой организаци пулчĕ. Çакна палăртмалла. Вĕсем 9 км çурă участока питĕ кĕске вăхăт хушшинче пысăк пахалăхпа вĕçлерĕç. Пĕтĕмĕшле хакĕ 265 миллион».

Çула икĕ пая пайласа паллă тумалли çеç юлнă. Малтан нумайăшне вăрçтарнă объект пирки халь водительсем савăнса çеç калаçаççĕ. – Лайăх, лайăх. Малалла тăссан тата лайăх пулмалла. Тип-тикĕс. Тавтапуç ĕçлекенсене. Шăнкăртан ял халăхне те Ленин урамĕнчи çул час-час калаçтарнă. Ертӳçĕсем ку тăрăха ĕçпе килсен вĕсем яланах çак ыйтăва çĕкленĕ. Ялти тĕп урамсенчен пĕри вăл, 12 урама çыхăнтараканни. Проект хакĕ – 77 миллион тенкĕ, тăршшĕ – икĕ çухрăм çурă.

РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Ку проектсене тума Шăнкăртам предпринимательсем нумай пулăшрĕç. Юлашкинчен Олег Алексеевич килсе кайнă хыççăн çак ыйтăва çĕкленĕ хыççăн, çав пулăшнипе, чăннипех, хускалчĕ вырăнтан. 2023-мĕш çулта туса пĕтермелли çула кăçалах туса пĕтертпĕр. Пире лайăх пулчĕ, подрядчик, чăннипех, ăнланса ĕçлекен подрядчик. Хăйĕн каланă сăмахне тытса пырать. Çакăн пек подрядчикпе ĕçлеме питĕ те кăмăллă».

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов ĕçсем мĕнле пынипе кăмăллă юлчĕ. Республикăра «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе юсама палăртнă çулсене чӳк уйăхĕн 1-мешĕччен туса пĕтермелле. Раштавăн 1-мĕшĕччен вара вĕсен пахалăхне тишкерсе йышăнмалла пулать