Тимлĕхе çухатмалла мар
Çуллахи кану тапхăрĕ хыççăн ачасен тимлĕхĕ чакать. Вĕсене çулçӳрев йĕркисене аса илтерес тĕллевпе авăн уйăхĕн 19-23-мĕшĕсенче çĕршывĕпех хăрушсăрлăх эрни иртет. Шупашкарти 36-мĕш шкулта та паян йăлана кĕмен урок иртрĕ. Ăна çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.
Ирхи 7:00 сехет. Шупашкарти 36-мĕш пĕлӳ çурчĕ çывăхне килекен кашни машинăнах çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем чараççĕ. Ку ахальтен мар. Пакунлă тум тăхăннă йĕрке хуралçи тĕрĕслев ирттерет. Вăл пĕчĕккисем ача-пăча креслисем çинче ларнине, сыхлав пиçиххине çыхнине тĕрĕслет. Çуллахи каникул хыççăн шкулта вĕренекенсем хайсене ирĕклĕрех туяйса синкерлĕ лару-тăрăва лекеççĕ. Вĕсене сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарас тĕллевпе çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем 3-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕлпулу йĕркелерĕç. Выляни, телефонпа усă курса тимлĕхе çухатни, юраман çĕрте çул урлă каçни тата ытти те. Валентин Колсанов аслă инспектор ачасем час-часах тăвакан йăнăшсене асăнчĕ. Çавăн пекех вăл çутта каялла тавăракан элементлă тумсен усси çинчен те каласа пачĕ. Алла хачă, çутă çинче палăракан хут тытса ачасем хăйсем те çак хатĕрсене тума вĕренчĕç.
ЗОЯ ЛУКИНА: «Класс тулашĕнче е урокра калаçнă самантсем кăна мар, ачасене практикăра ытларах вĕрентмелле. Çавăнпа та пирĕн шкулти класс ертӳçисем, вĕрентӳпе воспитани паракан директор çумĕсем ачасемпе чылай мероприятие, чылай кирлĕ калаçăва, çул çинче, светофорсем умĕнче ирттереççĕ».
Юлашки 8 уйăхра Шупашкарти çулсем çинче кăна ачасемпе çыхăннă 28 инкек пулнă. Вĕсенче 29 шăпăрлан шар курнă. Çул йăнăша каçармасть теççĕ. Çавăнпа та руль умне ларакансен те, çуран çӳрекенсен те тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтереççĕ çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнче тăрăшакансем. Юлия Адюкова, Николай Скворцов