ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Çил-тăвăл алхаснă

Республикăра авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче алхаснă çил-тăвăл кÿнĕ сăтăра пĕтереccипе ĕçлеççĕ. Асар-писер çанталăк 17 ялпа хулана шар кăтартнă. 4600 ытла çын çутăсăр тăрса юлнă. Йывăç турачĕсем хуçăлса иртен-çӳрен, автомобильсем çине ӳкнĕ.

 СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Пирĕн Чăваш Республикинче питĕ вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ. Вăл пирĕн республикăна кăлтăксăр хăвармарĕ. 7 районти ялсене аванах сиен кӳчĕ. Çавăн пекех Элĕк районĕнчи 1 çурта, Шупашкар хулинчи Никольский ячĕллĕ професси колледжне сиен кӳчĕ. Хулари йывăçсене çĕмĕрсе, ватса пĕтернин сăлтавĕ те пур – республикăри хăш-пĕр районсенче çутăсăр юлнă ялсем палăрчĕç. Ку вăл 1455 пурăнакан çуртсем, 10 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем. Шупашкар хулинче 3 çын аманни автомашинăсене сусăрлатни паллă. Паянхи кун пур çĕрте те электроэнерги сечĕсене юсаса пĕтернĕ. Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕ асăннă ĕçсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе, тĕрĕслесе тăрать».