ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Ачасене — паха апат

Республикăра паян 150 000 ытла шкул ачи вĕри апат тӳлевсĕр çиет. Кунта пуçламăш класра вĕренекен пур ача та кĕрет, çавăн пекех сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи вĕренекенсем те. Мĕн çитереççĕ-ха паян пĕлӳ çурчĕсенче?Çакăнпа сывлăх сыхлав ĕçченĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те кăсăклансах тăраççĕ. Хальхинче вĕсем Шупашкарти 31-мĕш шкулта пулчĕç.

 Тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Купăста салачĕ, яшка, макаронпа котлет, кĕсел – ачасен кăнтăрлахи апачĕ. Ачасен паян апат тата та лайăхрах анать. Ара, хальхинче вĕсем мĕн çинине ашшĕ-амăшĕ те тутанса пăхать-çке. Мĕн çитереççĕ, температура режимĕ, апатланмалли график пур е çук, тути еплерех – тĕрлĕ енлĕ тишкереççĕ вĕсем. Шкулти тутлăхлă апат ачасен сывлăхĕшĕн те усăллă. Ӳсекен организм валли менюна тĕрлĕ çимĕç кĕртмелле. Вĕренекенсене мĕн çитерессине кашни 12 кунран улăштарса пыраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ шкулсемпе ача сачĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтерессине централизацилеме йышăннă хыççăн ирхи тата кăнтăрлахи апатсен пахалăхĕ те ӳснĕ. Паллах, вĕренекенсем валли меню хатĕрленĕ чухне ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвне те шута илеççĕ. Ку вĕренӳ çулĕнче Шупашкарти 115 ача садĕнчи тата 55 шкулти ачасене вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. 1-4-мĕш классенче пĕлӳ пухакансем тӳлевсĕрех апатланаççĕ. Çавăн пекех тата 771 ача та çак çăмăллăхпа усă курать. Вĕсем сахал тупăшлă е нумай ачаллă çемьесенчен. Пуçламăш классенче вĕренекенсен ирхи апат хакĕ 25, кăнтăрлахи вара 65 тенкĕпе танлашать. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем ирхишĕн 30, кăнтăрлахишĕн 72 тенкĕ тӳлеççĕ