ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Таса тавралăхшăн тăрăшаççĕ

Çӳп-çап пуçтармалла ăмăртаççĕ, çут çанталăкпа çыхăннă тупмалли юмахсене тишкереççĕ. Шупашкарта «Таса вăйăсем» экологи тупăшăвĕсем иртрĕç. Хăйне евĕрлĕ ăмăртăва пĕлтĕр йĕркеленĕ. Çулталăк хушшинче вăл анлă сарăлса, вăй илсе пынă.

Лăпкă юрă-кĕвĕ, психотерапире усă куракан хăнăхтарусем. Çапларах пуçланать экологи вăййи. Таса тавралăхшăн тăрăшакансем хальхинче ăмăртăва ирттерме «Хĕвеллĕ» микрорайон çывăхĕнчи вăрманти уçланкăна суйласа илнĕ. Ку ахальтен мар. Çут çанталăк ытамĕнче чылай çын уçăлса çӳреме е канма кăмăллать. Çавна май каяш тавраш та сахал мар пуçтарăннă кунта. Ушкăнсене пайланса хастарсем çӳп-çап пуçтарас тата ăна тĕрĕс уйăрас енĕпе ăмăртрĕç. Вăйă кăтартăвĕсене сайтра тата мобильлĕ хушăмра палăртса пынă.

Пур енчен те хастарлăхпа палăрса 1-мĕш вырăна «Эко-Лёвики» ушкăн тухнă. Çапах та ăмăртура выляса янисем çук. Кашни ушкăн çут çанталăка пулăшса пысăк çитĕнӳ тунă. Тасалăх вăййисенче хастарсем 180 михĕ ытла çӳп-çап пуçтарнă. Вĕсенчен 78-не каяшсене кура уйăрса тултарнă. Вăйă та усăлăх кӳме пултарать. 2 çулта экологи тупăшăвĕсенче кану вырăнĕсемпе пĕвесене, вăрмансемпе уçланкăсене тасатнă. Кашни вăйăрах 2-рен пуçласа 5 тонна яхăн çÿп-çап пуçтарнă. Таса тавралăх вăййисене йĕркелекенсем малашне те çут çанталăка упрама, ăна сиен кÿресрен сыхлама тăрăшĕç