ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Йытăсем тупăшаççĕ

Саккун пăсаканăн йĕрĕ çине ӳкмелле, наркăмăшлă хутăша ăçта пытарнине тупмалла, халăх пухăнакан вырăнта йĕркене тимлемелле. Пур ĕçре те тăват ураллă туссемсĕр – йытăсемсĕр май çук. Вĕсен пулăшăвĕ сывлăш евĕрех кирлĕ. Чăваш Енре иккĕмĕш хут кинологсен çĕршыв шайĕнчи ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Тупăшăва 72 регионтан тата Беларуç Республикинчен 221 полици ĕçченĕ хутшăнать.

Саккун пăсакан асăрхаттарсан та итлесшĕн пулмарĕ. Полици ĕçченĕн ирĕксĕрех йытта вĕслетсе яма тиврĕ. Тăват ураллă тус тӳрех сулахай аллинчен çыртса илчĕ. Полици ĕçченĕ киличчен йытă çынна вĕçертмерĕ. Тăватă ураллă тус тимлĕхе çухатмасть. Саккун пăсакана полици уйрăмне илсе каймалла. Йытă ăна хуралласах пырать. Айăплă çын тарма шутласан та инçех кайаймарĕ. Ăна хуса çитрĕç.

ДМИТРИЙ ЩЕРБАКОВ: «Эпĕ йытăпа Пензăран килтĕм. Кличка – Флеш. Эпир преступника тытрăмар. 88 бал пачĕç пире. Ку аван кăтарту, Флеш маттур. Аван».

Ăмăрту темиçе тапхăртан тăрать. Саккуна пăсакана тытнипе пĕрлех, сирпĕтекен хатĕрсем, сиенлĕ хутăшсем тупмалла тата кросс чупмалла. Тупăшу пĕр кунпа вĕçленмест. Чи маттуррисем авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче паллă пулĕç