Вырма ĕçĕсем каярах юлса пыраççĕ
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Чăваш Енре 295 000 яхăн гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Çанталăк çумăра кайрĕ пулин те, çĕр ĕçченĕ кашни меллĕ самантпа усă курма тăрăшать. Тухăç пĕлтĕрхинчен нумайрах. Çакăн çинчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тунтикунсерен иртекен канашлура пĕлтерчĕ.
Вăтамран тырă тухăçĕ пĕр гектартан 33 центнер çурă тухнă. Пурĕ 985 000 тонна пухса кĕртнĕ. Пĕлтĕр 578 000 тонна пухса илнĕ, тухăç пĕр гектартан 19 центнер çурăпа танлашнă. Улатăр, Елчĕк, Канаш районĕсенчи хуçалăхсем пысăк тухăçлăхпа палăраççĕ. Тĕш тырра пĕлтĕрхипе танлаштарсан йӳнĕрех хакпа туянаççĕ. 3-мĕш класлă пĕр тонна тулăшăн 12 250 тенкĕ тӳлеççĕ. Çĕр улмие 17 муниципалитетра кăларма пуçланă. Хальлĕхе 6 000 яхăн гектартан «иккĕмăш çăкăр» пухса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ку 12 процента яхăн ытларах. Çĕр улмие 1600 гектар çинче каларнă, 37 000 тонна пӳлмене пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Тухăç пĕлтĕрхипе танлантарсан 1,6 хут нумайрах. Ытти пахча-çимĕçе те уй-хиртен тирпейлесе кĕртсе пыраççĕ. 10 муниципалитетра ку енĕпе çанă тавăрса ĕçленине палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Регина Кубайкина, Игорь Зверев