ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Шанăç пур

Шупашкарти хĕллехи спорт тата маунтинбайк центрĕсенче ăмăртмалли çулсене туса пĕтереççех. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн 1-мĕш çумĕ Александр Жуков каларĕ. Канмалли кунсенче вăл Шупашкарта пулчĕ, республикăн экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцие хутшăнчĕ.

Чăваш Енĕн социаллă экономика аталанăвĕн программине пурнăçа кĕртме пуçланăранпа икĕ çул çитрĕ. Унăн тухăçлăхĕ те курăнать: нумай çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 500 инвестици проектне пурнăçланă. Программа ĕçленине, экономикăна аталанма май панине кура республикăра ăна малалла тата та анлăлатма, унта çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртаççĕ. Пуçлăхсем регионти спорт объекчĕсемпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе яврĕç. Роликлă йĕлтĕрпе ярăнмалли çул тата велосипед трасси тумалли проектсем экспертиза тухнă. Вĕсене Раççейри спорт министерствине çитернĕ.

Роликлă йĕлтĕрпе чупмалли трассăна тума 970 миллион тенкĕ кирлĕ. Вăл хальхи йышши спорт объекчĕ пулмалла, унта Европа кубокне ирттерме те май килĕ. Паллах, унта спортсменсем çеç мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем те хатĕрленме пултарĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕн 1-мĕш çумĕ Александр Жуков юпа уйахĕнче çитес çулхи бюджета пăхса тухассине, унта вара депутатсем регионта пурнăçланакан программăсене шута илессине палăртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ Чăваш Енре ӳссе пырать. Пресс-конференцире çакăн пирки те калаçрĕç. Хăнана Чăваш Республикин Гербне ӳкернĕ хоккей клюшкине тата тĕрленĕ Раççей карттин пĕчĕклетнĕ тĕслĕхне парнелерĕç