ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Çĕнĕ «çăлтăрчăксем» çуталĕç

Чăваш Ен наци телекуравĕнче «Çăлтăрчăксем» кăларăмăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланать. Кашни уйăхрах пирĕн çамрăк репортерсем сире республикăри ача-пăча хыпарĕсемпе тата çăлтăр çулĕпе утакан хастарсемпе паллаштарĕç.

 «Çăлтăрчăксем» кăларăм 2020-мĕш çулта çĕнĕ вăй илчĕ. Çак тапхăрта çамрăк журналистсем республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе кăсăклă репортажсем хатĕрлерĕç. Çĕнĕ тапхăрта çамрăк калем ăстисем кашни кăларăмрах телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисемпе уявсене çутатма тăрăшĕç. Пирĕн çамрăк ĕçтешсен пултарулăхĕпе паллашас текенсене пирĕн кăларăм хыççăн сенкер экран çывăхнерех пулма йыхравлатпăр