ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2022

Шахбокспа гран-при илнĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут шахбокспа Гран-при турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва ятарласа çĕршыври шахмат чемпионачĕсен суперфиналĕсем пынă вăхăтра йĕркеленĕ. Тупăшăва тăватă регион спортсменĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем шахбокспа Раççейре чи вăйлисен шутне кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – чăваш каччи.

Шахмат тата бокс – уйрăм спорт тĕсĕ пулса тăчĕ. Илемлĕ тупăшăва куракан та хапăлласах йышăнать. Тăватă минутран кая мар шахмат вылямалла, кайран тепĕр виçĕ минут рингра вăй виçмелле. Харăсах икĕ спорт тĕсне алла илнисем нумаях мар пулин те, канмалли кунсенче иртнĕ шахбоксра никама та кичем пулмарĕ. Икĕ спортра та ăсталăх кăтартакана тупма çăмăлах мар. Чăваш Ен чысне Дима Прокопьев хӳтĕлерĕ. Вăл ачаранах шахматла выляма юратать. 7 çултан вара ирĕклĕ майпа кĕрешме пуçланă. 8-мĕш класра пĕлӳ пухнă чухне бокспа туслашнă. Çĕршывра шахбокс вăй илме пуçласан ку енпе ăмăртусене хутшăнма татăннă.

Гран-при илессишĕн Пушкăртран килнĕ Илсур Исхаков, Таджикистанран – Пайрав Алиназаров, Санкт-Петербургран – Олег Шатков, Турцирен Варол Айбек тупăшрĕç. Гран-прие Илсур Исхаков илчĕ. Бокс, шахмат ăсталăхĕпе ăна çитекенни пулмарĕ. Чăваш Ен каччи Дмитрий Прокопьев вара кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене Раççей Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Жуков, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ытти сумлă хăнасем чысларĕç. Çĕршыври шахбокс федерацийĕн президенчĕ Петр Жуков Чăваш Енре иртнĕ ăмăртăва хакласа – «Ку Раççейри чи лайăх тупăшу пулчĕ», – тесе палăртнă